«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ
ВАМПИР,
ҫ.с., парапсихол. Ыттисен вӑй-хӑватне, пурнӑҫ хавалне «ӗмсе» (туртса) сиенлӗ витӗм кӳрекен этем; биоэнерги (
туп.) харамҫи.
Тепӗр партнер вампир пулать, пулӑшса пырас вырӑнне санӑн вӑя йӑлт туртса илет. ҪХ, 1999, 2 /, 12 с.
Мӗн чухлӗ хытӑрах тарӑхатӑр, вампир сирӗн энергие ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах та нумайрах илет. С-х, 2000, 37 /, 2 с.
Ман шутпа, санӑн упӑшку — вампир. Вампир пӗтӗм пурнӑҫа аркатать. Ар, 2001, 15 /, 3 с.
— хӗрарӑм вампир (Х-р, 7.06.2000, 3 с.); энергетика вампирӗ (С-х, 2000, 37 /, 2 с.);
— вампир-кӳршӗ, вампир-мӑшӑр, вампир-пуҫлӑх, вампир донорӗ (С-х, 2000, 37 /, 2 с.).
ВАСКАМАНЛӐХ,
ҫ.с. Виҫевлӗ пурнӑҫ йӗрки; тӗплӗлӗх, лӑпкӑлӑх.
Чӑвашӑн унчченхи васкаманлӑхӗ, кашни пулӑма тарӑннӑн ӑслас хапи ҫӗн саманари хӗрӳлӗхпе ҫыхӑнма кирлине ӑнкарать сӑвӑҫ. Г.Федоров, 1996, 28 с.
Вӑл чӑвашӑн васкаманлӑх философине ӑша илнӗ. Васкакан вакка сикнӗ, тет халӑх. ҪХ, 4.10.1998, 7 с.
ВАҪ-ВАҪ,
ҫ.с.,
калаҫ. Кӑмӑлҫах, япшар, тарават; йӑпӑл-йӑпӑл.
Ара, епле килпетлӗ ҫынсемпе ваҫ-ваҫ пурӑнать те. К-н, 1985, 10 /, 6 с.
Хе-хе, ҫаврӑнуҫӑллӑрах пулмалла пирӗн. Ҫынсемпе ваҫ-ваҫ калаҫма мансах пыратпӑр. К-н, 1985, 21 /, 3 с.
Пуҫлӑхсемпе ваҫ-ваҫ пурӑнать те хваттерне те тӳрех илчӗ. ХС, 1994, 32 /, 2 с.
Ҫитмӗле ҫитнӗ шур сухалпа урлӑ калаҫса намӑс курам мар... Унпа ваҫ-ваҫ юлас. А.Т.-Ыхра, 2000, 13 с.
ВАУЧЕР,
ҫ.с. Патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи предприятисене приватизаци (
туп.) тунӑ чухне акци (пай хучӗ) тата пурлӑх илме май паракан хаклӑ йышши хут; Раҫҫей Федерацийӗнче 1992—1994 ҫулсенче усӑ курнӑ приватизаци чекӗ.
Ӗнер Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх пурлӑх комитетӗнче ваучер «пре-зентацийӗ» пулчӗ. Х-р, 26.08.1992, 2 с.
Сире приватизацилеме юрать-и. —
Ваучерӑра кӑтартӑр-ха! Х-р, 19.09.1996, 1 с.
Ваучер-сене тарӑн калушпа улӑштаракансем те, вунӑ пинпе сутса яракан-сем те, акцисем илсе юлакансем те пулчӗҫ. ЧҪ, 1998, 14 /, 11 с.
Ваучер текен хут таткипе улталаса, акцисемпе пуясса шантарса халӑх пурлӑхне уйрӑм ҫынсен аллине парса пӗтерчӗҫ. ХС, 1999, 19 /, 2 с.
— ваучер фончӗсем (Х-р, 22.02.2000, 2 с.).
ВАУЧЕРИЗАЦИ,
ҫ.с. Халӑха приватизаци чекӗсем (ваучерсем) валеҫсе парса патшалӑх пурлӑхне приватизацилеме (
туп.) хутшӑнтарни.
Ваучеризаци пирки сатириксем хӑйсене май хайлавсем ҫырма ӗлкӗрнӗ. Х-р, 3.10.1992, 1 с.
«Ваучеризацин» чи кӑсӑк историйӗсене пичетлетпӗр. Х-р, 19.09.1996, 1 с.
ВАХХАБИЗМ,
п.с. Суннитсен исламӗн Мухаммед ибн Абд аль-Ваххаб (ХVIII ӗмӗр) вӗрентӗвне тӗпе хуракан, ислам тасалӑхӗпе джихад идейине (ӗненӳшӗн пыракан кӗрешӗве) сума сӑвакан тӗнпе политика юхӑмӗ.
Взрывсем кӗрленинче вахха-бизма —
ислам фундаментализмӗн пӗр енне —
тытса пыракансем айӑплӑ. Х-р, 8.10.1999, 2 с.
Раҫҫейре ваххабизм сарӑлас хӑрушлӑх палӑрмаллах ӳсет. Х-р, 4.11.1999, 1 с.
ВӐЙӐҪ(Ӑ),
ҫ.п. Спорт вӑййине вылякан, командӑсен ӑмӑртӑвне хутшӑнакан ҫын.
Тӗп стадионта пуриншӗн те (кам футболист, волейболист е ытти вӑйӑҫ пулнине пӑхмасӑр) пӗрешкел хӑйне евӗр экзамен ирттерчӗҫ. Х-р, 15.05.1997, 4 с.
«Ювентус» клубӑн вӑйӑҫи З.Зидан, «Спартак» вӑйӑҫи Е.Титов. Т-ш, 1999, 2 /, 3 с.
«Волжанка» ун чухне кайрисен ретӗнче марччӗ, ... ҫавӑнпах унӑн вӑйӑҫисене ытти хуласенчи клубсене илӗртсе пӗтерчӗҫ. ҪХ, 1999, 42 /, 11 с.
ВӐЙВИҪЕВ,
ҫ.с. Тупӑшу (
туп.), ӑмӑрту, конкурс.
Конкурс ирттерме шут тытнӑ...
Вӑйвиҫеве хутшӑнас кӑмӑл пурри пирки ... шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Х-р, 13.02.1996, 1 с.
ВӐЙСӐРЛӐХ,
ар вӑйсӑрлӑхӗ,
ҫ.я. Импотенци (
туп.).
Эсир ар пултарулӑхӗ е вӑйсӑрлӑхӗ пирки интересленентӗр пулсан врач-специалист патне кайӑр. ХС, 1999, 5 /, 4 с.
Ҫак микроэлемент [селен] арҫынсен хӗсӗрлӗхӗнчен тата ар вӑйсӑрлӑхӗнчен пулӑшать. С-х, 2000, 44 /, 4 с.
ВӐКӐР,
1.
Ҫ.п., астрол. Хӗвелтухӑҫ йӑлипе ҫулталӑксен ылмашӑвне кӑтартакан 12 паллӑран иккӗмӗшӗ.
Хӗвелтухӑҫ гороскопӗпе Ҫӗнӗ ҫул —
Вутлӑ Вӑкӑр ҫулӗ —
нарӑс уйӑхӗн 7-мӗ-шӗнче ... пуҫланать. Х-р, 5.02.1997, 4 с.
Акӑ ӗнтӗ «Вӑкӑрпа» сывпуллашма, «Тигра» хапӑл тума вӑхӑт. ҪХ, 1998, 1 /, 4 с.
2.
Ҫ.п., астрол. Ҫак чӗрчунпа палӑртакан ҫулталӑкра ҫуралнӑ ҫын.
Вӑкӑр-арҫынсемшӗн хӗрарӑмсемпе хутшӑнасси [Качака ҫулӗнче] ҫӑмӑлах мар, мӗншӗн тесен хӑнӑхнӑ йӗркесенчен пӑрӑнма тивет. Т-ш, 13.02.1991, 8 с.
Вӑкӑр ҫитес ҫул темиҫе хутчен те йывӑр лару-тӑрӑва лекет. ҪХ, 1999, 49 /. 8 с.
Ачасем ... иккӗшӗ те Вӑкӑр. Х-р, 13.04.2001, 3 с.
3.
Ҫ.п., астрол. Ҫулталӑк ҫаврӑмӗпе пыракан Хӗвел ҫав ятлӑ ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗнче чухне (21.IV—21.V) ҫуралнӑ ҫын.
Ҫӗртме уйӑхӗнче Вӑкӑрсенчен чылайӑшне Ӑнӑҫу турри хӑй хӳттине илет. Х-р, 3.06.1992, 4 с.
Вӑкӑрсене нумайччен пӗр ыйту хумхантарӗ, мӗнле майпа укҫа тупас. К-ш, 1998, 7 /, 8 с.
Ф.Киркоров Качака ҫулӗнче ҫуралнӑ Вӑкӑр. ҪХ, 2000, 6 /, 5 с.
ВӐР-ВАРЛӐХ,
п.с. Йӳрӗклӗх, йӑрӑлӑх, ҫаврӑнӑҫулӑх, ҫивӗчлӗх.
Вӑр-варлӑхӗ те ӗлӗкхиех мар ӗнтӗ Ҫимунӑн. К-н, 1977, 13 /, 9 с.
Ҫакнашкал кансӗртерех лару-тӑрура ... ҫав тери кирлӗ ун вӑр-варлӑхӗпе ҫаврӑнӑҫулӑхӗ. И.Лисаев, 1987, 279 с.
Йӑрӑраххисем вара вилнӗ моряксен ҫемйисене пулӑшма тесе банксенче тӗлӗнсе каймалла вӑр-варлӑхпа суя шутсем уҫма та ӑс ҫитереҫҫӗ. Х-р, 21.10.2000, 1 с.
ВӐРКАВ,
ӑш вӑркавӗ,
п.я. Чун-чӗре канӑҫсӑрлӑхӗ; пӑшӑр-ханӑҫ, ӑш вӗҫни
. Акӑ халь ют ҫын умне ӑш вӑркавне шакӑрах кӑларса хучӗ. А.Емельянов, 1981, 11 с.
Ӑш вӑркавӗ [Пуҫелӗк]. ТА, 1989, 9 /, 59 с.
Пире ҫупӑрлатчӗ хитре ӑш вӑркавӗ. Ю.Сементер //Т-ш, 1999, 9 /, 11 с.
Ҫухалмӗ нихӑҫан та ӑш вӑркавӗ —
тараймӗ вӑл ҫилсем ҫӗклен хумпа. Н.Теветкел //Х-р, 30.11.2000, 3 с.
ВӐРҪӐН,
п.в. Харкаш, хирӗл, хирӗҫ; вӑрҫӑш.
Тӳрех вӑрҫӑнма ан пуҫлӑр-ха эсир. Л.Таллеров, 1978.
Унчченхи уйрӑлми туссем пӗр ӗҫкӗре вӑрҫӑнса кайнӑ. Хв.Агивер, 1984, 59 с.
Ку ыйтӑва та чи малтан Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене памалла... Анчах юрӗ —
вӑрҫӑнас килмест. Х-р, 2.12.2000, 1 с.
Вапмир пӗтӗм пурнӑҫа аркатать, унӑн ялан вӑрҫӑнмалла, хирӗҫмелле. Ар, 2001, 15 /, 3 с.
— вӑрҫӑнмалли сӑлтав (Д.Гордеев, 1988, 81 с.).
ВӐТАНЧӐКЛӐ,
п.в. Именчӗк, хӑюсӑр, йӑваш; вӑтанчӑк.
Ҫапла вӑтанчӑклӑ пулни сиенлӗх ҫеҫ кӳрет ҫынна. С.Элкер, 1953, 97 с.
Каччӑ обком инструкторӗ ҫумӗнче хӑйне вӑтанчӑклӑрах тыткаларӗ. А.Емельянов, 1966, 207 с.
Атте... ҫемҫен, кӑшт вӑтанчӑклӑрах кулать. А.Казанов, 1987, 24 с.
Чӑваш философийӗ пытарӑнчӑклӑ, вӑтанчӑклӑ ... тенипе ҫырлахма ҫук ӗнтӗ. В.Абрамов, 1998, 29 с.
ВӐТАНЧӐКЛӐХ,
п.с. Именчӗклӗх, хӑюсӑрлӑх, намӑслӑх; вӑтанулӑх.
Темле таса вӑтанчӑклӑхӗпе, сӑпайлӑхӗпе ... килӗшрӗ вӑл [хӗр] мана. А.Медведев, 1983, 25 с.
Суя вӑтанчӑклӑха сирсе ямалла, ... упӑшкипе арӑмӗн сексолог е психотерапевт патне пӗрле пымалла. Х-р, 21.07.1992, 4 с.
Ыйхӑ татнӑ каҫсем, ...сӑвӑласа янӑ ҫырусем, пикесен вӑтанчӑклӑхӗ... Т-ш, 1999, 8 /, 12 с.
— вӑтанчӑклӑх карти (Х-р, 11.09.1996, 3 с.).
— ВЧС, 1971, 224 с., 757 с.
ВЕЛОСИПЕДҪӐ,
ҫ.с. Велосипедпа (утсӑр урапапа) ҫӳрекен ҫын; велосипедист. —
Салам, чиперкке, —
сӑмах хушнӑ велосипедҫӑ.
Вӑл [хӗр] велосипедҫӑна пӗр сӑмах та чӗнмен. ЧҪ, 1998, 22 /, 13 с.
Вӑрмар вӑл —
Олимпиада чемпионӗ В.Соколов, ... тӗнчипех паллӑ В.Гаврилов, И.Иванов велосипедҫӑсем. А.Т.-Ых-ра, 2000, 46 с.
ВЕЛОҪӲРЕВ,
ҫ.с. Велосипедпа ҫул ҫӳрени
. Вӑт ҫапла вӗҫленнӗ ҫӗрлехи велоҫӳрев. Х-р, 5.09.1996, 4 с.
ВЕЛОЧУПУҪӐ,
ҫ.с. Велосипедпа чупассипе (велочупура) ӑмӑртакан спортсмен.
13 ҫӑмӑл атлет, 3 биатлонист, 2 велочупуҫӑ [Пуҫелӗк]. ҪХ, 1999, 4 /, 10 с.
Велочупуҫӑсем ӑмӑртрӗҫ [Пуҫелӗк]
. Х-р, 21.09.2001, 4 с.
ВЕНЧЕТ,
ч.с. Мӑшӑрланӑва чиркӳ йӑли-йӗркипе ҫирӗплетни, чиркӳ мешехипе (
туп.) арлӑ-арӑмлӑ пулни.
Турра ӗненекенсем мӑшӑрланнӑ чух чиркӳре венчетленеҫҫӗ. Эпир вара сан аслаҫупа венчете тӑман. ЧЧ, 1998, 6 кл., 221 с.
Юлашки ҫулсенче венчетсӗр мӑшӑрланнӑ ҫемьесем сахалрах-мӗн. ҪХ, 2001, 33 /, 9 с.
Ҫурла уйӑхӗнче пӗрлешсе венчете тӑтӑмӑр... Халӗ те венчет ҫӗррине хывмасӑр ҫӳретӗп. Ар, 2001, 34 /, 3 с.
ВЕРТЕБРОЛОГ (ВЕРТЕБРОНЕВРОЛОГ),
ҫ.с. Вертебро-логи ӑсти.
Эпир ҫынна комплекслӑ майпа сыватма тӑрӑшатпӑр. Чирлекене тӳрех тӗрлӗ специальноҫлӑ врачсем тӗрӗслеҫҫӗ, психо-терапевтсем, ... вертеброневрологсем, иглотерапевтсем т.ыт.те. Х-р, 17.06.1992, 4с.
Вертебролог сирӗн чирпе тӗплӗн паллашнӑ хыҫҫӑн сиплев мелӗсене палӑртать. С-х, 2000, 36 /, 4 с.
ВЕРТЕБРОЛОГИ,
ҫ.с. Ҫурӑм шӑмми чирӗсене сиплемелли ӑслай (медицина пайӗ).
Шкул тӑкӑрлӑкӗнчи 8 «А» ҫуртра вырнаҫнӑ вертебрологи центрӗнче те ҫакнашкал йышши сиплев курсӗ ирттерме пулать. ҪХ, 1998, 37 /, 9 с.
Республикӑн вертебрологи центрӗн врачӗ В.Чернов. С-х, 1999, 19 /, 3 с.
ВӖЛЕРӲҪӖ,
ҫ.с. Ҫын вӗлерен, чун илли.
Ун чухнех Ю.В.Зайцев художник ӑна [Нарспие] ҫын вӗлерӳҫӗ пек йышӑннӑ. Вӗлерӳҫӗ тени вӑл публицист хӗрӳ[лӗх]не кӑтартакан гротеск, гипербола пекки-тӗр ӗнтӗ. Г.Федоров, 1996, 21 с.
Вӗлерӳҫӗ кӑмпасем [Пуҫелӗк]. ҪХ, 23.10.1998, 8 с.
ВӖЛТӖРТЕТӲ,
ҫ.с. Вӗлтӗрккелӗх, сӳткеленӳ, ҫӑмӑлт-тайлӑх.
Ыттисенче те [сӑвӑсенче] ҫӑмӑлттайла вӗлтӗртетӳ, хӗрача ячӗсем нумай. М.Сениэль //ҪХ, 23.10.1998, 10 с.
ВӖРЕНКӖЧ е
ВӖРЕНТӖК,
ҫ.с. Вӗренӳ кӗнеки, учебник.
Ман вӗренкӗчре унӑн [Чапаевӑн] сӑн ӳкерчӗкӗ пурччӗ. А.Т.-Ыхра, 2000, 22 с.
П.С.Сергеев —
пуҫламӑш классенчи чӑвашла вӗрентӳ меслечӗсен никӗсне хывакансенчен пӗри, «Чӑваш чӗлхине сӑнаса вӗренмелли кӗнеке» вӗрентӗк кӑларнӑ. Х-р, 10.09.1996, 1 с.
ВӖРЕНТӖШ,
ҫ.с. Професси ӑсталӑхне вӗрентекен ятарлӑ шкул; училище.
Професси вӗрентӗшӗ вырнаҫнӑ ҫуртра ... Аида йӑмӑкӑм ҫӗвӗҫе вӗреннӗ. А.Т.-Ыхра, 2000, 40 с.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне вӑл [Я.Ухсай] Чӗмпӗрти педагогика вӗрентӗшӗнче пуҫланӑ. В.Станьял, 2001, 22 с.
ВӖРЕНӲҪӖ,
п.с. 1. Пӗлӳ илекен, вӗренекен ача; шкул ачи.
Лараҫ лабораторире ик ҫамрӑк вӗренӳҫӗ. С.Шавлы //Хаваслӑх. 1940, 34 с.
Ирӗксӗрех вырӑсла вӗрентме хӑтланать кун пек учитель. Капла ҫӑмӑлрах. Паллах —
хӑйне. Вӗренӳҫе ҫӑмӑл-и, йывӑр-и —
Турӑ пӗлтӗр. М.Волков //Х-р, 7.10.1992, 1 с.
2. Ӑстаран (пӗлӳҫӗрен) ӑс илнӗ е унран вӗренсе пыракан ҫын.
Ак вӗренӳҫӗ-тӗк вӗренӳҫӗ —
вӗрентӳҫин мухтанмалӑх пур. Г.Волков //Х-р, 2.07.2002, 2 с.
ВӖҪЛЕНӲ,
ҫ.п. Вӗҫ(ӗ), пӗтмӗш, финиш.
Кирек мӗнле вӗҫевӗн те вӗҫленӗвӗ пурах. ҪХ, 1998, 46 /, 11 с.
ВӖЧӖХӲЛӖХ,
ҫ.в. Вӗчӗ-хӗчӗ, вӗчӗхӳ, вӗчӗрхенӳ, вӗчӗр-хенчӗклӗх.
Ҫылӑхлӑ шухӑш-туйӑм тени вӑл ҫаксем, вӗчӗхӳлӗх, мухтанчӑклӑх, аскӑнчӑклӑх, курайманлӑх. П.Львов //Я-в, 1999, 11—12 /, 109 с.
ВИДЕО,
ҫ.с. 1. Электричество сигналӗсене экран ҫине куҫарса информаци илмелли (курмалли тата илтмелли) мел.
Хӑвӑрах шутлӑр-ха, нивушлӗ видео юхӑмне чарса ҫитереттӗмӗр. КЯ, 27.10.1990, 2 с.
Пысӑк тавракурӑмлӑ вӑл [хальхи ача]. Тӗрлӗ видео тата ытти техникӑна пула хӑвӑрт аталанать. Х-р, 27.03.1997, 4 с.
Кунта радио, телевидени, видео, Интернет системи т.ыт. те витӗм кӳреҫҫӗ. УС, 10.04.1998, 7 с.
2. Видеокамера (
туп.).
Тем пулас пур тесе ун чухне видеопа ӳкерсе илнӗ. ҪХ, 1999, 29 /, 1 с.
Ывӑл эпир стройпа пынине видеопа ӳкерсе илнӗ те, пӑхасшӑн-ха. Х-р, 12.05.2000, 1 с.
3. Видеопленка (
туп.).
И.Ульянов ҫул ҫӳреври пур утӑма та видео ҫине ӳкернӗ. ҪХ, 29.05.1998, 2 с.
Эпӗ ку юрра ... видео ҫине пӗрремӗш хут 1993 ҫулхине ҫыртарнӑ. А-и, 2000, 1 /, 8 с.
Хӗрарӑмсем ҫак фильма видео ҫине ҫыртараҫҫӗ те ... темиҫе хут ҫавӑрттараҫҫӗ. Х-р, 12.07.2002, 3 с.
4. Видеофильм (
туп.).
Пушӑ вӑхӑтра видео курассине [йӗрке-леме] ... кирлӗ хатӗрсене штаб парса ячӗ. Х-р, 22.07.1992, 4 с.
Юлташӗ видео курма пырса ларать. ҪХ, 10.04.1998, 5 с.
Халь кашни килте видео пӑхаҫҫӗ. Х-р, 6.07.1999, 1 с.
Видео, «Брил-лиантовый полицейский», «Конец света». ҪХ, 2000, 11 /, 12 с.
ВИДЕОАППАРАТУРА,
ҫ.с. Видеофильмсем ӳкермелли тата курмалли техника (видеокамера, видеомагнитофон, видеоплейер т.ыт.те); видеотехника.
Милиционерсем вӗсем [вӑ-рӑсем] патӗнче мӗн кӑна тупман, компьютерсем, видеоаппаратура, ытти техника. Х-р, 14.03.2000, 4 с.
Видеоаппаратурӑшӑнах касса, пӑвса вӗлернӗ тенине тӑтӑшах илтетпӗр вӗт. А-у, 2001, 1 /, 2 с.
Хӗрсене [каччӑпа паллашма] аудио-, видеоаппаратура сутакан лавккана кайма сӗнетӗп. ҪХ, 2001, 49 /, 11 с.
ВИДЕОДИСПЛЕЙ,
ҫ.с., информ. ЭВМри информацие компьютер экранӗ ҫине — текст, таблица, схема е ӳкерчӗк хальлӗн — кӑларса кӑтартакан тата ҫавна май тӗрӗслеме пулӑшакан хатӗр; экранлӑ пульт, дисплей.
Электронлӑ шутлав машинисемпе тата видеодисплей терминалӗсемпе ӗҫлеме ятарлӑ пӗлӳ илнӗ методистсемпе учительсем... Х-р, 10.10.1998, 6 с.
ВИДЕОЗАЛ,
ҫ.с. Видеосалон
(туп.). Ҫамрӑксене видеозал-сенче ют ҫӗршывсенчен килнӗ «боевиксем», эротика фильмӗсем кӑтартса пӑсса ячӗҫ. В.Димитриев
//Я-в, 2000, 5 /, 57 с.
Шкулти видеозал пирки тата хӑҫанччен ӗмӗтленсе пурӑнӑпӑр-ши. Т-ш, 2001, 42 /, 2 с.
ВИДЕОКАМЕРА,
ҫ.с. Пурнӑҫ саманчӗсене сасси-мӗнӗ ӳкерме, видеофильм (
туп.) тума май паракан хатӗр.
20-мӗш ҫулсенче чӑваш хӑйӗн илемлӗ фильмӗсемпе мухтанма пултарнӑ. Халӗ, видеокамера ҫине видеокамера тата ытти чаплӑ аппаратура пур вӑхӑтра, нимӗн те тумастпӑр. Х-р, 19.02.1994, 1 с.
Видеокамерӑна ӑҫта вырнаҫтарнине тупса пиншакпа хупламалла. ҪХ, 1999, 13 /, 8 с.
Эпӗ вара ҫакна пӗтӗмпех видеокамерӑпа сӑнаса пурӑнтӑм. ҪХ, 1999, 41 /, 5 с.
— видеокамерӑпа ӳкерсе ил (Т-ш, 1999, 3 /, 8 с.; Ч-х, 1999, 27 /, 7 с.; М-лла, 2000, 6 /, 2 с.; Ар, 2001, 11 /, 1 с.).
ВИДЕОКАССЕТА,
ҫ.с. 1.
Видеопленкӑна упракан лап-така, тӑваткӑл кӑшкар; видеопленкӑпа йӗнни
. 1994 ҫулта... Шупашкарти «Контур» заводра «СВС» видеокассетӑсем кӑ-ларассине йӗркеленӗ. Х-р, 29.10.1996, 1 с.
Ҫӗнтерӳҫӗсене... аудио- тата видеокассетӑсемпе клипсем хатӗрлеме, ятарлӑ концертсем йӗркелеме пулӑшӑпӑр. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с.
«ИЦ-Контур» общество цехӗнче ... видеокассетӑсене пушкарлакан хатӗр пулнӑ. К-н, 2002, 16 /, 15 с.
2. Видеопленка ҫине тӳрех е куҫарса ҫырнӑ информаци (
тӗсл., видеофильм, кинофильм видеокопийӗ).
«Еткерте» ҫыр-тарса илнӗ видеокассетӑна ярса Никоноровасен юррине итлетӗп. А-и, 2000, 1 /, 8 с.
Килте «Однажды в Америке» фильм видео-кассетине пӑхнӑ. ҪХ, 2000, 6 /. 5 с.
Вулавӑш фондне Айхи ... видеокассетӑсемпе тата Франци поэчӗсен сӑввисен пуххипе пуянлатрӗ. Х-р, 12.04.2001, 1 с.
— чӑвашла видеокассета (Х-р, 21.03.1996, 2 с.).
ВИДЕОКЛАСС,
ҫ.с. Вӗрентӳре видео (
туп., 1) мелӗпе тухӑҫлӑрах усӑ курма йӗркеленӗ ятарлӑ класс е аудитори; дисплей
класӗ (
туп.)
. Студентсемпе заняти ирттерме филиалӑн пӗр аудиторийӗнче видеокласс йӗркеленӗ. Х-р, 25.08.1998, 2 с.
ВИДЕОКӖПЕР,
ҫ.с. Видеотелефон (
туп.) мелӗпе йӗркеленӗ ҫыхӑну.
Эсир ... видеокӗперсен мехелӗпе ытти регион-семпе ҫыхӑнма пултаратӑр. Х-р, 25.04.2002, 1 с.
—
танл., телекӗпер.
ВИДЕОКЛИП,
ҫ.с. Пӗр-пӗр юрра тӗпе хурса (сӑнарласа) телевиденипе кӑтартма ӳкернӗ, реклама сӗмлӗ пӗчӗкҫӗ видео-фильм.
Ҫав таврари чӑвашсем хастар юрӑҫӑн Чӗмпӗр телевиде-нийӗ ӳкерсе хатӗрленӗ видеоклипӗсене... кӑтартма ыйтаҫҫӗ. Х-р, 9.10.1992, 4 с.
Асра юлнӑ самантсем. Пӗлтӗр [манӑн]... видеоклип тухни. Т-ш, 1999, 3 /, 8 с.
Кунсӑр пуҫне вӗсен [«Альянс» ушкӑ-нӑн] видеоклип пур. ҪХ, 1999, 8 /, 12 с.
ВИДЕОЛЕКЦИ,
ҫ.с. Видеопленка ҫине ҫырса илнӗ лекци.
Илнӗ пӗлӗве [студентсем] видеолекцисенче ҫирӗплетеҫҫӗ... Текста видеорадиопа кӑтартаҫҫӗ. Х-р, 25.08.1998, 2 с.
ВИДЕОМАГНИТОФОН,
ҫ.с. Ӳкерчӗк тӑвакан электриче-ство сигналӗсене (сасси-мӗнӗпех) палӑртнӑ вӑхӑтра телевизортан ҫырса илме пултаракан тата видеофильм (
туп.) пӑхма май паракан хатӗр.
Чӑваш чӗлхипе литература кабинетӗнче телевизор тата ... видеомагнитофон вырнаҫтармалла. КЯ, 13.01.1989, 4 с.
Килте видеомагнитофонпа порнографи курса минренӗ ҫамрӑксем урама хӗрсем шырама тухаҫҫӗ. Х-р, 16. 07.1997, 2 с.
Пирӗн машин та, гараж та, видеокамера та, видеомагнитофон та ҫук. ЧЧ, 1998, 6 кл., 162 с.
— видеомагнитофон сут (ҪХ, 2000, 6 /, 4 с.); видеомагнитофон парнеле (ҪХ, 2000, 38 /, 12 с.); видеомагнитофон туянса пар (Х-р, 22.11.2001, 4 с.).
ВИДЕООПЕРАТОР,
ҫ.с. Видеокамерӑпа ӳкерекен ҫын; видеоӳкерӳ (
туп.) ӑсти.
Чӑваш телевиденийӗнчи правур видеоопе-ратор И.Ульянов ҫул ҫӳреври пур утӑма та видео ҫине ӳкернӗ. ҪХ, 1998, 22 /, 2 с.
Ҫак саманта видеооператор ... та ӳкерсе илнӗччӗ. Т-ш, 1999, 3 /, 8 с.
ВИДЕОПЛЕЙЕР е
ВИДЕОПЛЕЕР,
ҫ.с. Видеокассетӑри (
туп., 1) информацие телеэкранпа курма май паракан хатӗр; ансат видеомагнитофон.
Кунтан вӗренсе тухнӑ А.Федотов шкула компьютер, В.Федотов — музыка центрӗ, ... Н.Шишкин — видеоплейер пачӗҫ. ҪЯ, 12.07.2000, 4 с.
Кунтан [директор пӳлӗ-мӗнчен] «Орион» видеоплеер тата телефон аппарачӗ илсе тухса кайнӑ. Х-р, 21.10.2000, 4 с.
Хӑйне килӗшнӗ япаласене пӗр купана пухса хунӑ, видеоплеер, компакт-дисксем. Х-р, 13.04.2001, 2 с
.ВИДЕОПЛЕНКА,
ҫ.с. Видеокамерӑпа (
туп.) ӳкернӗ ин-формацие ҫырса пыракан тата ӑна упракан магнитлӑ хӑю
. Кон-курс вӑхӑтӗнче ӳкернӗ видеопленка. ҪХ, 1999, 39 /, 2 с.
Хӑйӗн видеопленкине Сергей пирӗн редакцине пачӗ. ҪХ, 1999, 8 /, 8 с.
Ҫак «пултаруллӑ» ачасене сӑнарласа хӑварнӑ оперативлӑ видеопленкӑна пӑхатӑп та шухӑша каятӑп. ҪХ, 1999, 29 /, 1 с.
ВИДЕОПРОДУКЦИ,
ҫ.с. Видеокассетӑсем
(
туп., 2).
О.Бочаров предпринимаетель... саккуна пӑсса видеопродукци тиражланӑ. Х-р, 22.09.1998, 2 с.
Телевиденин тӗп ӗҫӗ — Республика гимнне видеопродукци формачӗпе кӑларни. Х-р, 23.06.2000, 1 с.
ВИДЕОСАЛОН,
ҫ.с. Видеофильм пӑхмалли пӳлӗм; видеозал.
Вӑт, теҫҫӗ, комсомол видеосалонсем уҫнӑ та вӗсенче тем те кӑтартать. КЯ, 27.10.1990, 2 с.
Видеосалонсене хупрӗҫ. П-н, 1990, 3 /, 7 с
. Видеосалонсем ӗҫлерӗҫ, экрансем ҫинче «ҫуйкӑнлӑх империйӗсем», эммануэльсем мӗлтлетсе иртрӗҫ. Х-р, 17.06.1993.
Эпӗ ... темле кооператив уҫнӑ видеосалонра пулнӑччӗ. Пӗрисем чӗнсе кайнӑччӗ ҫав хальхи «улаха». В.Эктел, 1996, 92 с.
ВИДЕОСЮЖЕТ,
ҫ.с. Чӑн сюжетлӑ пӗчӗкҫӗ видеофильм (
туп.).
Хам та ... чеченсем ӳкернӗ видеосюжетсене курнӑ. Хӑрушӑ... Х-р, 7.05.1998, 2 с.
«5 плюс» телеканалӑн операторӗ Д.Андреев ӳкернӗ видеосюжетсем пӗрин хыҫҫӑн тепри улшӑнаҫҫӗ. Х-р, 11.10.2000, 2 с.
Ҫамрӑксем тӗрлӗ командировкӑсене тухса ҫӳреҫҫӗ, аудио- тата видеосюжетсем ӳкереҫҫӗ. У-ц, 2001, 48 /, 6 с.
ВИДЕОТЕКА,
ҫ.с. Видеофильмсен (
туп.)пуххи.
Шупаш-карти телевидени студийӗн видеотекипе фильмохранилищинче чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ тӗрленчӗксем, очерксем, репортажсем чылай упранаҫҫӗ... «Халӑх юратнӑ театр» киноочерк шкул видео-текинче пулма тивӗҫлӗ. КЯ, 13.01.1989, 4 с.
«Эммануэльсем» ... килти видеотекӑсене тулчӗҫ. Х-р, 23.03.1993, 3 с.
ВИДЕОТЕЛЕФОН,
ҫ.с. Катари ҫынсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса калаҫма тата телеэкранпа курма май паракан электроҫыхӑну хатӗрӗ.
Унта сирӗн видеотелефон пур-и. Б.Чиндыков, 1987, 38 с.
Темиҫе кунран видеотелефонпа Вашингтонран Лондонпа ... ҫыхӑнчӗҫ. Н.Максимов, 1988, 28 с.
Копи тӑвакан машинӑна, компьютера, факс аппаратне, видеотелефона тата телевизора пӗрлештернӗ информаци центрӗсем пур ҫӗрте те сарӑлӗҫ. Х-р, 17.09.1996, 3 с.
ВИДЕОТЕХНИКА,
ҫ.с. Видеоаппаратура
(туп.). Паллакан хӗрсем ӑна йӳнӗрех хакпа видеотехника тупса пама ыйтнӑ. ҪХ, 2000, 14 /, 4 с
. Ют ҫӗршыв таварне сутакан ҫынсем ... видео-техникӑна саппас пайсем пек кӑтартаҫҫӗ, вӗсен налукӗ темиҫе хут пӗчӗк. Х-р, 6.10.2000, 3 с.
Хайхи хваттертен ҫухалнӑ аудио- тата видеотехникӑна ... тупнӑ. Х-р, 13.04.2001, 2 с.
ВИДЕОӲКЕРӲ,
ҫ.с. Пурнӑҫ саманчӗсене видеопленка (
туп.) ҫине ҫырса хӑварни; видеофильм е видеосюжет (
туп.) хатӗрлени.
20 минутлӑх видеоӳкерӳ (кассети-мӗнӗ) —
130 тенкӗ. Ар, 2000, 10 /, 3 с.
Тутар президенчӗ М.Шаймиев Пӑлхар хулинчи музей-заповедникре пулнӑ вӑхӑтри видеоӳкерӳ. Х-р, 2.07.2002, 6 с.
ВИДЕОФИЛЬМ,
ҫ.с. Видеопленка (
туп.) ҫине ӳкернӗ фильм.
Тепӗр чухне яш-кӗрӗм палламан ҫынсемпе видеофильмсенче ӳкерӗнме килӗшет. Т-ш, 1999, 12 /, 3 с.
Видеофильмсем пӑхма кӑмӑллатӑп. К-н, 1999, 5—6 /, 9 с.
Ку фильмсем — видео-фильмсем. Вӗсене кино темелле мар. ҪХ, 2000, 34 /, 10 с.
— видеофильм ӳкер (ҪХ, 2000, 39 /, 3 с.); видеофильм кӑтарт (Х-р, 23.06.2000, 1 с.); видеофильм кур (Т-ш, 2000, 31 /, 4 с.); видеофильмпа паллаш (Х-р, 16.05.2002, 3 с.).
ВИДИК,
ҫ.с., калаҫ. Видеомагнитофон (
туп.).
Вӗсен [хальхи ҫамрӑксен] идеалӗ эпир ӳссе ҫитӗннӗ чухнехи ... мар, видик та те-лек кӑна. В.Эктел, 1996, 110 с.
«Пирӗн магнитофон, пирӗн», —
савӑнса пӗлтернӗ вӗсем, чутах сутса яман «видика» курсан. ҪХ, 2000, 6 /, 4 с.
Ҫак «видика» манӑн ывӑлтан ... ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех туртса илнӗччӗ. ҪХ, 2000, 14 /, 4 с.
Ашшӗ-амӑшне вара видике е плейере тусӗсенчен вӑхӑтлӑха усӑ курма илтӗмӗр тесе улталанӑ. ҪХ, 2001, 33 /, 8 с.
— чаплӑ видик (ҪХ, 2001, 39 /, 12 с.).
ВИКТОРИ,
п.с. Пахчара ӳстерекен шултра ҫӗр ҫырли
. Якушев паян викторипе сутӑ тӑвать. К-н, 1986, 14 /, 5 с.
Решетке ҫумӗнчех темиҫе касӑ виктори ... куҫа илӗртет. Ю.Силэм, 1989, 26 с.
Июнь ҫурри тӗлне виктори пиҫме тытӑнать. ЧЧ, 1998, 6 кл., 65 с.
Кунта ӳсекеннисем —
хӑмла ҫырли, виктори, хура хурлӑхан. ХС, 5.03.1999, 5 с.
— виктори ҫырли йӑранӗсем (КҪ, 2001, 2 /, 1 с.);
— Егоров, 1972, 45 с.; Егоров, 1954, 37 с.; ВЧС, 1951, 62 с.
ВИОЛОНЧЕЛЬҪӖ,
ҫ.с. Виолончель (хӗлӗхлӗ, сӗркӗҫлӗ кӗвӗ хатӗрӗ) калакан ӑстаҫӑ; виолончелист.
Л.Яковлева виолончельҫӗ Ф.Лукинӑн пӗчӗкҫӗ кӑна пьесисене типтерлӗн, тимлӗн каларӗ. Х-р, 4.03.1993, 1 с.
ВИТЕРӲ,
ҫ.с. Витерме, ӑша тивертме пултарни; витӗм, вӑйӑм.
Диалога витерӳ, витӗмлӗх хатӗрӗ пек усӑ курнӑ. Г.Федо-ров, 1994, 15 с.
Акупунктура витерӗвӗ. С-х, 2000, 13 /, 1 с.
ВИЦЕ-ГУБЕРНАТОР е
ВИЦЕ-КӖПӖРНАТТӐР,
ҫ.с. Кӗпӗрнаттӑр ҫумӗ (
туп.), губернатор заместителӗ.
Приморье вице-губернаторӗ В.Стегния. Х-р, 29.02.1996, 1 с.
Уралпа Атӑл тӑрӑхӗнчи вице-губернаторсем. К-ш, 1998, 77 /. 2 с.
Курск облаҫӗн вице-кӗпӗрнаттӑрӗ. Х-р, 6.08.1998, 3 с.
ВИЦЕ-ПРЕМЬЕР,
ҫ.с. Правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗ, премьер заместителӗ.
Раҫҫей вице-премьерӗ, пичет тата информаци министрӗ М.Полторанин. Х-р, 19.09.1992, 2 с.
Пӗрремӗш вице-премьерӑн ӗҫ укҫи икӗ миллион тенкӗ ытла тени тӗрӗс-и. Х-р, 15.05.1997, 3 с.
Раҫҫей Федерацийӗн правительствин вице-премьерӗ О.Сысуев. ХС, 1998, 37 /, 1 с.
ВИЧ,
ВИЧ-инфекци е
ВИЧ инфекцийӗ,
ҫ.я. Этем
иммунодефицичӗн вирусӗ, ҫынна ерсе СПИД
(туп.) чирне пуҫаракан микроорганизм.
1998 ҫул пуҫламӑшӗнче пирӗн республикӑра каллех ВИЧ-инфекцин 3 тӗслӗхне тупса палӑртнӑ. ҪХ, 3.04.1998, 1 с.
СПИДа хирӗҫ кӗрешекен центрӑн пай пуҫлӑхӗ П.Львов пирӗн республикӑри ВИЧ-инфекципе ҫыхӑннӑ лару-тӑрупа паллаштарчӗ. Х-р, 10.04.1998, 2 с.
Хальхи вӑхӑтра ВИЧ инфекцийӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлчӗ. ҪХ, 1998, 46 /, 5 с.
— ВИЧ-инфекципе ҫӳрекенсем (ҪХ, 1997, 48 /, 6 с.); ВИЧ-инфекци ерт (Ар, 2001, 15 /, 1 с.);
—
танл., ВИЧ вирусӗ (Х-р, 25.09.1996, 4 с.).
ВИЧ-ИНФЕКЦИЛЛӖ,
ҫ.с. СПИД
(туп.) вирусӗпе сиенленнӗ, ВИЧ инфекцине ертнӗ.
[Чӑваш енре] ВИЧ-инфекциллӗ пӗрремӗш ача та паллӑ. ҪХ, 1997, 52 /, 6 с.
Паян тӗнчере ВИЧ-инфекциллӗ ҫынсем 36 миллион ытла. Т-ш, 2001, 50 /, 9 с.
Пирӗн республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ амӑшӗсенчен 18 ача ҫуралнӑ. ХС, 2003, 84 /, 3 с.
ВИЧКӖНЛӖХ,
п.в. Вичкӗнӗш, ҫивӗчлӗх, ҫивӗчӗш.
Кранпа ӗҫлеме вичкӗнлӗх, вӑрт-варт пулни кирлӗ. Я-в, 1961, 3 /, 29 с.
Вырӑс чӗлхи кӑркӑс чӗлхин витӗмлӗхӗпе вичкӗнлӗхне ӳстернишӗн савӑнаҫҫӗ. Я-в, 1972, 4 /, 25 с.
«Атте-анне» поэмӑн вичкӗнлӗхне вӑйлатакан сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ҫырса илӗр. ЧС, 1994, 9 кл., 368 с.
— куҫ вичкӗнлӗхӗ (Г.Ефимов, 1981, 53 с.; С-х, 2001, 19 /, 2 с.).
ВУЛАВ,
ҫ.п. Саккуна парламентра виҫӗ хутчен сӳтсе явса йышӑнни.
Ҫав документа пӗрремӗш вулавра ... пурте хаваспах йышӑннӑ. Х-р, 4.08.1993, 3 с.
Иккӗмӗш вулавпа пӑхса тухнӑ [Пуҫелӗк]. Х-р, 21.10.2000, 2 с.
Саккунне вара пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнчех пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ. Х-р, 7.04.2001, 2 с.
Саккун проектне Патшалӑх Думин депутачӗсем пӗрремӗш вулавпах пӑрахӑҫланӑ. Ар, 2001, 20 /, 3 с.
ВУЛАВӐШ,
ҫ.с. Кӗнеке е хаҫат-журнал вулама илмелли ятарлӑ вырӑн; библиотека.
Вулавӑша (библиотекӑна) кулленех ҫӗнӗ кӗнекесем килсе тӑраҫҫӗ. ЧС, 1994, 8 кл., 3 с.
Кузбасра 3 чӑваш вулавӑшӗ [Пуҫелӗк]. Х-р, 11.03.1997, 2 с.
Килти вулавӑшра та чӑваш литератури нумай. К-ш, 23.06.2000.
Кашни класра вулавӑшсем йӗркелеме... ирӗк ыйтнӑ. Х-р, 4.10.2000, 3 с.
— пуян вулавӑш (ЧС, 1993, 10 кл., 253 с.); шкул вулавӑшӗ (Т-ш, 1996, 1 /);наци вулавӑшӗ (Х-р, 20.03.1997, 4 с.); тӗп вулавӑш (Х-р, 27.12.2001, 1 с.);
— вулавӑш фончӗ (Х-р, 12.04.2001, 1 с.); вулавӑшӑн лекци залӗ (Х-р, 17.10.2001, 1 с.); вулавӑш ҫурчӗ (Х-р, 19.02.2002, 3 с.).
ВУЛАВӐШҪӐ,
ҫ.с. Вулавӑшра (библиотекӑра) ӗҫлекен ҫын; библиотекарь.
Чӑваш ҫыравҫисемпе вулавӑшҫисен пӗр ушкӑнӗпе авалхи Пӑлхар —
Чӑваш патшалӑхӗ сарӑлса выртнӑ сӑваплӑ ҫӗрсене ҫитсе куртӑмӑр. А.Т.-Ыхра //Х-р, 1.12.1998, 3 с.
ВУЛЬГАРЛӐ,
п.с. 1. Пӑсӑк, тӳрккес, урмӑш; тӳнтерле
(туп.). Ватта юлнӑ хӗртен те «таса» вульгарлӑ социологсем. В.Энтип //ТА, 1988, 10 /. 52 с.
Вӗсем [критиксем] вульгарлӑ социологизма пӑрахса (ӑна тахҫанах сивленӗ ӗнтӗ), ытларах илемлӗхе тӗпчемелле тесе темиҫе те каларӗҫ. Ип.Иванов //Я-в, 1991, 3 /, 19 с.
Теори пайне ют япаласем кӗртсе янине пула программӑра вульгарлӑ социологи тени пысӑк вырӑн йышӑнать. Г.Федоров
//ХШ, 1999, 2 /, 111 с.
2. Килпетсӗр, килӗшӳсӗр, латсӑр.
«Стриптиз» тени Америкӑран килсе ернӗ чи вульгарлӑ эстрадӑн хӑйне уйрӑм тӗслӗхӗ пулать. Уйӑп М., 1966, 313 с.
Эстрада валли ҫырнӑ юрӑсем те темле вульгарлӑ илтӗнеҫҫӗ. КЯ, 25.10.1990, 4 с.
— ВЧС, 1971, 102 с.; ВЧС, 1951, 84 с.
ВЫЛЯВҪӐ,
п.с. Вӑйӑ вылякан, вӑййа-вылява хутшӑна-кан ҫын (е сӑнар).
Эс, шӑпа, вылявҫӑ мар-и. Кӑмӑлу хӑш чух ҫемҫе... Н.Теветкел, 1982, 64 с.
Иккӗшӗ те [тренерсем] вылявҫӑсене пӗр-пӗрне ӑнланса, ӑспа выляма вӗрентеҫҫӗ. ҪХ, 2001, 30 /, 5 с.
ВЫЛЯНЧӐКЛӐ,
ҫ.в. Вылянчӑк, вылянуллӑ; айкашуллӑ, ҫӑмӑлҫах
.[К.Каринкке] Бокаччо ... майлӑ ҫӑмӑл вылянчӑклӑ, тӑрӑхлавлӑрах эротикӑллӑ сюжет йӗркелени куҫкӗретех. В.Абрамов, 1998, 29—30 с.
ВЫРӐСЛАТУ,
ҫ.с. Вырӑс чӗлхине, йӑли-йӗркине, культурине мала хуни, вӗсене хистевлӗ йышӑнтарни.
Кадрсем хатӗр-лессинче паян та вырӑслату сулӑмӗнчен хӑпаймастпӑр. Х-р, 7.10.1992, 1 с.
Вырӑслату пусаркӑҫне кӑшт сулчӑлатни пирӗн чӗлхене ирӗкленме, малалла талпӑнма май пачӗ. Х-р, 21.05.1999, 3 с.
ВЫРӐСЛӐХ,
1.
Ҫ.п. Несӗлӗпе е чӗлхипе вырӑс пулни.
Поэтӑмӑр [Г.Айхи] пултарӑвне хакланӑ май «чӑвашлӑх» е «вырӑслӑх» ыйтӑвне хускатни усӑсӑр япала. Вӗсен хушшинче — пултарулӑх ӗҫне илес пулсан — чикӗ лартаймастӑн. А.Хусанкай //Х-р, 10.09.1992, 5 с.
Н.Ашмарин вырӑслӑхӗпе пире вӗҫӗмсӗр сӑмсаран чышнине тӳссе ҫитет! Э. Илле //Х-р, 2.08.2000, 2 с.
2. П.п. Вырӑс хавалӗ, вырӑс тӗнчи (чӗлхи, шухӑшлавӗ, йӑли-йӗрки, тӗнӗ т.ыт.те); вырӑссен несӗллӗхӗ.
Пӗр енчен [Г.Н.Волковӑн «Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче» калавӗнче] —
чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем..., тепӗр енчен — вырӑслӑхшӑн тӑрӑшакансем. И.Кузнецов, 1977, 169 с.
Ара, пӗтӗм информаци, хыпар вырӑсла килнипе пӗтӗм тӗнче вырӑслӑхран ҫеҫ тӑрать вӗсемшӗн. Ил.Ива-нов //Х-р, 8.10.1992, 2 с.
Вырӑсӑн —
вырӑслӑх, чӑвашӑн — чӑвашлӑх пултӑр. Х-р, 24.08.1993, 3 с.
Ку, ун шучӗпе, чӑвашлӑх статусне чакарать, вырӑслӑхӑнне ӳстерет. Х-р, 15.08.2000, 4 с.
ВЫРСАРНИ,
вырсарни шкулӗ,
ҫ.я. Эрнере пӗрре — выр-сарникун — вӗренмелли шкул (диаспорӑра (
туп.) ачасене чӑваш-ла вӗрентмелли майсенчен пӗри).
Вырсарни шкулне пулӑшма [Пу-ҫелӗк]. Х-р, 20.09.1996, 1 с
. Хусанта вырсарни шкулне уҫнӑ. ҪХ, 1997, 50 /, 5 с.
Самарта, Тольяттире чӑвашсен вырсарни шкулӗ-сем лайӑх ӗҫленине палӑртса хӑвармалла. Я-в, 1999, 11—12 /, 117 с.
ВЫҪҪӐЛККӐ (ВЫҪӐЛККӐ, ВЫҪҪӐЛКӐ),
п.с. Ҫынсем урӑх вырӑнтан куҫса кил-ҫурт ҫавӑрнипе йӗркеленнӗ пӗчӗк ял.
Октябрь выҫӑлккинче пурӑнакансем республикӑри мӗн пур граж-дансене ... чӗнсе калани. К-н, 1981, 15 /, 3 с.
Хуласен категорине кӗртмен пункт, сала, поселок, ял, выҫҫӑлккӑ. Х-р, 9.01.1998, 2 с.
Выҫҫӑлкӑ —
ялран, саларан, хуларан уйрӑлса тухнӑ вырӑн. Н.Нау-мов, 2002, 9 с.
—
Ашмарин, V, 219 с.
«
Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ